Чăваш чĕлхи эрнинчи уçă урок фестивалĕ

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Тимешри вăтам шкулта тăван чĕлхепе литератури вĕрентекенĕсен  район  шайĕнчи «Уçă урок» виççĕмĕш фестивалĕ иртрĕ.  Фестивале Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш енри  Ĕç çынни çулталăкне, пĕтĕм Раççейри ял-хуçалăх çыравне тата Йĕпреç районĕнче йышăннă  А. Маресьев çулталăкне  халалланă.  Фестиваль тĕллевĕ – педагогикăри тата методикăри çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе ĕçлекен вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси.

Мероприятие вĕрентекенсем активлă хутшăнчĕç: чĕлхепе, литературăпа уçă уроксем ирттерчĕç.  Евдокимова Н.А. тата Ягодова О.В. (Чăваш Тимеш шкулĕ)  Иван Яковлевич Яковлева халалланă класс тулашĕнчи ĕç – «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмест» литературăпа музыка композицийĕ кăтартса пачĕç.   Конкурса хутшăнакансем урокра педагогикăри тата методикăри çĕнĕ технологисемпе тата мелсемпе тухăçлă усă курчĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем, тĕслĕхрен, Соловьева Ю.В. (Пăкăян шкулĕ) пулăшнипе, компьютера тата кĕсье телефонĕсем çине чăваш сарăмне мĕнле  вырнаçтармаллине  вĕренчĕç. 6-мĕш класра вĕренекенсене вара Михайлова Е.М. (Пучинке шкулĕ) çăкăр историйĕпе тата унăн пурнăçри вырăнĕпе  паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çăкăр сăмсине яланах килте хăварнă, çемьере кил ăшши пултăр тесе, юлашки касăкне те ăс каять тесе пĕччен çиме хушман, ăна кампа та пулин пайлнă. Кун пек туни унăн пурнăçне малалла аталанма май панă.  Фестиваль тухăçлă иртрĕ, пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

Пĕрремĕш вырăна Михайлова Е.М. (Пучинке вăтам шкулĕ), иккĕмĕш вырăна Соловьева Ю.В. (Пăкăян вăтам шкулĕ), виççĕмĕш вырăна  Кошелева   Ю. В. (Çăкалăх тĕп шкулĕ), тата Евдокимова Н.А., Ягодова О.В. (Чăваш Тимеш вăтам шкулĕ) тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малалла та тăрашса ĕçлеме  вăй-хал сунатпăр!