Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, И.Я.Яковлев çуралнăранпа 168 çул çитнине халалласа «Янра,янра, чăваш юрри» ятпа уяв пулчĕ.
Уява курма питĕ нумайăн пуçтарăнчĕç: ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ, аппăшĕ-пиччĕшĕ, çавăн пекех хуларан канмалли куна килнĕ хăнасем те пур. Чи малтанах курма килнисене уяв ячĕпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Школьникова Л.П. саламларĕ. Вал тăван чĕлхе – халăхăн авалхи мулĕ. паянхи кунĕ, малашлăхĕ, ăна упрасси – пирĕн тивĕç пулни çинчен каларĕ.
Малалла программăна 9-мĕш класра вĕренекен Александра Федорова ертсе пычĕ. Вăл малтан чи кĕçĕннисене сăмах пачĕ. 1-мĕш классем хăйсен пултарулăхĕпе залра ларакансене тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем Мăнкун уявне лартса пачĕç. Шăпах тата тепĕр эрнерен çак уяв çитнине пула пĕрремĕшсем куракансене татах та ытларах тыткăнларĕç. 9-мĕш классем вара Улах лартса пачĕç. Вĕсем те чăн-чăн артистсем пекех тыткаларĕç хăйсене сцена çинче. Уйрăмах Мăнкун тата Улах уявĕсем аслăраххисене çывăхрах пулчĕç, вĕсен чунĕсене пырса тиврĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен çамрăклăхне аса илчĕç. Пянхи уява хутшăнмасăр пĕр класс та юлман. Пурте тăрăшса хатĕрленнĕ. 3-мĕш, 4-мĕш, 5-мĕш, 6-мĕш, 7-мĕш тата 8-мĕш класра вĕренекенсем чăваш ташшисене кашни тĕрлĕрен лартса пачĕç – кĕвви, хусканăвĕсем, хăйсене артистсем пек тытма тăрăшни – пурте пĕр-пĕринчен мĕн енчен те пулсан уйрăлса тăраççĕ. 2-мĕшсен шăкăр-макăр инструментсен ансамблĕ те пурне те килĕшрĕ. 6-мĕш класс арçын ачисем шăрантарнă «Аттепе анне пулсассăн» юрă уява килнĕ ашшĕ-амăшĕсене юрă парни пулчĕ. Юлия Федорова (7-мĕш класс) «Вăрман кÿллинче», Анастасия Перцева (10-мĕш класс) «Çăлкуç», Аня Денисова (11-мĕш класс), «Ма хитре-ши çуркунне?» юрăсене чĕререн юрларĕç. Залра ларакансем кашни юрăçа алă çупса хавхалантарчĕç. 11-мĕш класс каччисем К.Евруков репертуарĕнчи «Пĕлĕт – пĕлĕт» юрра шăрантарнă чухне пурте – уява курма килнисем кăна мар, вĕрентекенсем те – куççулленчĕç. Пĕрре юрă сăмахĕсем, тепре каччăсем хăйсем тыткăнларĕç, тата вĕсем кĕçех çак шкултан вĕренсе тухса каясса пĕлсе танăран ашшĕ-амăшĕсен те, вĕрентекенсен те чунĕсем хурланчĕç. Шкул ачисем хыççăн учительсем сăмах илчĕç. Вĕсем те хăнасем умĕнче чăваш юррисем шăрантарчĕç. Уйрăмах «Тăванлăх юрри» паянхи уяв тĕлне тÿр килчĕ. Курма килнисем питĕ кăмăллă пулчĕç, кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Хăш чухне пĕрле те юрларĕç. Уяв вĕçленсен ăшă сăмахсем каларĕç. Час-часах çакăн пек уявсем ирттерме ыйтрĕç.
МБОУ «Айбечская СОШ»