Пучинке шкулĕн 4 класс ачисен «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Республикăри «Савăк шăпчăк» конкурса хутшăнчĕ. Çак конкурса республикăри тĕрлĕ хуласемпе районсенчен нумай коллектив тата уйрăм юрлакансем хутшăннă. Пучинке ачисем «Чи пултаруллă ушкăн» номинацинче кĕçĕн классем хушшинче çĕнтерсе 1 степеньлĕ диплома тивĕçрĕç. Иккĕмĕш класра вĕренекен Федорова Екатеринăпа Игнатьева Лейлăна та уйрăм юрлакансен хушшинче 2 степеньлĕ диплом парса чысларĕç. Вĕсем «Чăн тÿпере çич çăлтăр» вăйă юррине илемлĕ шăрантарчĕç. Унсăр пуçне ачасене Чăваш Республикин «Савăк шăпчăк» конкурсне хастар хутшăннăшăн дипломсем парса савăнтарчĕç.
Концерт хыççăн конкурса хутшăннă вĕрентекенсем «Чăваш халăх эткерне упраса аталантарасси» Республикăри семинар-практикума хутшăнчĕç. Семинарта Тĕрлĕ этнографи ушкăнĕнчи чăваш тумĕн уйрăмлăхĕсем тата Ача-пăча юррисем мĕнле пулмаллине, вĕсене мĕнле кĕнекесенче тупмалине пăхса тухрĕç.