Петĕр Хусанкай – 110 çул тултарать

 

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай (Петр Петрович Хусанкай) 2017 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче 110 çул тултарать. Çавна май Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсем  паллă çыравçă пултарулăхне халалласа «Петĕр Хусанкай – лирик, историк, этнограф, критик, чĕлхеçĕ, публицист, тăлмач» темăпа литература композицийĕ ирттерчĕç. Аслă поэт сăмах искусствин пур жанрĕпе те çырнине палăртрĕç. Петĕр Хусанкай аса илĕвĕ: «Пирĕн патра ютран килнĕ шкул ачисем хваттерте пурăнкалатчĕç те, çавсен çумĕнче хам тĕллĕнех вулама-çырма тĕшмĕрткелеттĕм. Пиллĕкре-улттăра чухне шкула кайрăм, анчах «пĕчĕкçĕ-ха» тесе илмерĕç. Вĕренме саккăрта тин тытăнтăм,— аса илет поэт каярах хăйĕн ачалăхĕ çинчен. — Тăван чĕлхе вăйĕпе илемне чи малтан мана «Нарспи» туйтарчĕ… Вуласса пĕчĕкçĕллех вуласа тухсаттăм».

Унăн аса илĕвĕ тăрах тăххăрмĕшсем «Нарспи» поэма уншăн литература маякĕ пулса тăнине çирĕплетрĕç. Хусанкай  вырăсла та, чăвашла та ăста çырнă. Тата вăл 38 вырăс поэчĕн, тăванла ытти халăх поэчĕсен 500 хайлавне чăвашла е вырăсла куçарса пичетленĕ. Вăл хăй çырнă произведенисем вара пирĕн çĕр-шывра тата чикĕ леш енчи халăхсен 57 тĕрлĕ чĕхипе пичетленсе тухнă.

«Петр Петрович Хусанкай, чăваш халăх поэчĕ, К.В. Иванов тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премисен лауреачĕ – пĕрремĕш ретри çăлтăрсен ушкăнĕнчи чи шултри те хăватли, хăй сÿнсен те çĕр çине пин-пин йăлтăр çутă сапаканни. Унăн çăлтăрĕ чăваш поэзийĕн тÿпине çирĕммĕш çулсенче тухнă, вара çур ĕмĕр тăршшĕ çап-çуттăн çуннă, ыттисене хăй тавра пухса тăнă, халĕ те вăл пирĕншĕн чи çутă çăлтăр,» - çапла пĕтĕмлетрĕç вĕренекенсем.

Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕ