Татьяна Яковлева – регионсен хушшинчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиадин çĕнтерÿçи

 

Нарăсăн 27-мĕшĕнче Шупашкарта чăваш чĕлхипе литературин регионсем хушшинчи олимпиади иртрĕ. Çак олимпиадăна Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнчи 10, 11-классенче вĕренекен Татьяна Яковлева тата Дмитрий Михеев хутшăнма тивĕç пулчĕç.  Олимпиада пуçланиччен ачасем умĕнче чăваш чĕлхипе  литературин паллă тĕпчевçисем тухса калаçрĕç, ăнăçу сунчĕç. Университетăн чăваш филологийĕпе культура факультечĕн студенчĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн чи хумхануллă самант  -  олимпиада пуçланчĕ. Ачасем олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсене чăтăмсăррăн кĕтрĕç.

10-мĕш класра вĕренекен Татьяна Яковлева вара регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиадин çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Çак пысăк çитĕнÿшĕн Татьянăна саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.  Çак сăмахсене илтме вăл чăннипех те тивĕçлĕ. Çавăн пекех 11-класри Дмитрий Михеева та олимпидăра хастар хутшăннăшăн, лайăх кăтартусемшĕн тав тăватпăр. Ачасен çитĕнĕвĕшĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Ольга Анисимова та кăмаллă пулчĕ, вĕренекенсене тăван чĕлхен иксĕлми пуянлăхне малалла та çавăн пекех тăрăшса, юратса вĕренме сунчĕ. Регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литератури олимпиадине хутшăнни вăл  - пысăк чыс, çĕнтерÿпе килни вара – пысăк мухтав!

Анисимова О.Н., Кĕлĕмкасси вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ