Л.С. Константинова сума суса

 

Çăкалăхри тĕп шкул Раççей Геройĕн Л.С. Константинов ятне çÿллĕ шайра тытать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах нарăс уйăхĕнче иртекен уйăхлăхра спортпа çар вăййисенче çĕнтерÿçĕ ята çĕнсе илнĕ класс ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкара Геройăн вил тăпри умне пуç тайма каять.

Кăçалхи çул çĕнтерÿçĕ ята 8-мĕшпе 3-мĕш классем тивĕçрĕç. Ачасене Скворцова Р.И. (класс ертÿçи), Куракова Р.Г. тата Михетова А.А. вĕрентекенсем ертсе пычĕç. Часах Çăкалăхран кайнă ушкăн палăртнă вырăна çитрĕ. Тăван ялтан килнĕ ушкăна Л.С. Константиновăн çывăх çыннисем – мăшăрĕ Константинова Л.Н., Козлов В.Н, шăллĕн мăшăрĕ мăнукĕсемпе кĕтсе илчĕç.

Куракова Р.Г. вĕрентекен Герой вил тăпри умĕнче Çăкалăхсенчен сăмах каларĕ. Шкул ачисем Константинов Л.С вил тăпри çине чечек кăшăлĕ хучĕç. Людмила Николаевна та ачасене тав туса сăмах каларĕ. Пухăннисене пурне те кучченеçпе хăналарĕ. Чăваш Наци телевиденин журналисчĕ Галина Титарчук çак саманта камера çине ÿкерчĕ. Малалла ачасем Çарпа Паттăрлăх аллейинче, Атăл хĕрринчи паллă вырăнсенче пулчĕç. Çул çÿрев пурне те килĕшрĕ.

 

Çăкалăхри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул