Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хурамалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен район шайĕнчи «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок – 2017» 4-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Фестиваль шкулти чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен квалификацине ÿстермелли тĕп мел пулса тăчĕ.
Хăнасене хурамалсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Кашни çын пурнăçĕнче аннепе атте чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе Республика Пуçлăхĕн, Михаил Игнатьевăн, хушăвĕпе Чăваш Енре 2017 çула Аннепе Атте çулталăкĕ, Раççей президенчĕн Указĕпе – Экологи çулталăкĕ, Йĕпреç районĕнче Раççей геройĕн – Леонид Сергеевич Константиновăн çулталăкĕ тата çитес Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе фестивале «Атте-анне панă ыр пехил - ĕмĕрлĕхе» литературăпа музыка композицийĕпе уçрĕç. Уявра атте-анне пехилленĕ чĕлхе вăл – чăваш чĕлхи – сĕм авалтан паянхи куна çити упранса юлнă нимĕнпе танлаштарма çук пысăк пуянлăх пулни те палăрчĕ. Килнĕ хăнасем илемлĕ сăвăсем, юрăсем итлерĕç, чăваш ташши пăхса киленчĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Çемен Элкерĕн «Пуян чăваш вăрманĕ» хайлавĕнчи паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ», «Лексикăна вĕренннине пĕтĕмлетни», «Валери. Туркай. «Айăп» уçă уроксене итлерĕç, Хумма Çеменĕн «Шишка» хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ класс тулашĕнчи мероприятие пăхрĕç. Вĕрентекенсем хăйсен педагогика ĕçĕнче тата методикăра усă куракан çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе, меслетсемпе паллаштарчĕç.
Йĕпреç районĕн администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Игнатьева А.А. çĕнтерÿçĕсене (Пучинке вăтам шкулĕнчи Л.Н. Клементьевăпа Е.М. Михайлова), призёрсене дипломсем парса чысларĕ, малашнехи ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕ.