Чĕмпĕрти çул çÿрев

 

Кăçал чăваш халăхĕн XIX ĕмĕр вĕçĕнчи - XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи çутлăхçи, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркеленĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул, Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçнăранпа 150 çул çитрĕ. Районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсен ушкăнĕ Чĕмпĕре çитсе килчĕ. Чи малтанах И.Я. Яковлев уçнă, ăна 50 çул ытла йĕркелесе тытса пынă Чĕмпĕр чăваш шкулне çитсе куртăмăр, музейпа туллин паллашрăмăр. Мăн асатте хăйĕн çемйипе пурăннă вăхăтри пÿлĕмсене (столовăй, И.Я. Яковлевăн тата Е.А. Яковлевăн ĕç пÿлĕмĕсем, хăнасене йышăнмалли тĕпел, кану пÿлĕмĕ), унтах уçнă вĕренÿ класĕсене кĕрсе тухрăмăр. Истори докуменчĕсемпе аса илÿсене тĕпе хурса тунă пÿлĕмре И.Я. Яковлев кун-çулне куçпа курса, чĕрепе туйса йĕрлесе тухрăмăр. Экскурсоводсем пÿлĕмсен малтанхи сăн-сăпатне тавăрма мăнукĕсем нумай пулăшнине палăртса хăварчĕç. Çак музей-комплексрах Иван Яковлев уçнă чиркÿ паян кун та ĕçлет, ытти çурчĕсенче çамрăксем вĕренеççĕ. Юлашкинчен Чĕмпĕр хули тăрăх йĕркеленĕ экскурси те вĕрентекенсемшĕн пуян та кăсăклă пулчĕ.

 

МБОУ «Новочурашевская СОШ»