Ресурс центрӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ!

 

2018 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче шкулсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлес енӗпе семинар иртнине пурте ас тӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Унта Республикӑри чылай шкула ресурс центрӗсем пулнине ӗнентерекен свидетельствӑсем пачӗҫ.

Йĕпреç районĕн Пучинке вăтам шкулĕ шӑпах ҫав шкулсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Çавӑнпа 2018 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче унта «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка иртрĕ. Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ.

Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă Вăрнар районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑвӑ-юрӑпа кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн ӗҫлĕ кун пуҫланчӗ: Л.П. Школьникова (Йĕпреç районĕ, Эйпеç шкулĕ) 6-мĕш класра «Юрий Скворцовăн «Амаçури анне» хайлаври ырă тата сивлек сăнарсем», Ю.В. Кошелева (Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ) 5-мĕш класра «Ĕç – пурнăç илемĕ», Л.М. Иванова (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ) 6-мĕш класра «Халăх сăмахлăхĕнчи йăла-йĕркесемпе уявсем тата композиторсен пултарулăхĕ», Н.А. Евдокимова (Йĕпреç районĕ, Чăваш-Тимеш шкулĕ)9-мĕш класра «Чăваш çырулăхĕ – халăх аталанăвĕн никĕсĕ», И.Г. Семенова (Вăрнар районĕ, Санарпуç шкулĕ), И.И. Лукина (Вăрнар районĕ, Вăрманкас шкулĕ) 10-мĕш класра «Сергей Ялавинăн  «Çул çинче» хайлавра хускатнă çивĕч ыйтусем», Р.Г. Иванова (Вăрнар районĕ, Малти Ишек шкулĕ), Л.В. Миронова (Вăрнар районĕ, Туçи Мăрат шкулĕ) 8-мĕш класра кăлтӑрмач шоу мелĕпе «Иван Яковлев пурнăçĕпе пултарулӑхĕ» уçă уроксем ирттерсе хӑйсен паха опычӗпе паллаштарчӗҫ.

Л.Н. Клементьевăпа Е.М. Михайлова (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ) 3, 4, 6-11 классенче вĕренекенсемпе Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине халалласа «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ» литературăпа музыка композицийĕ лартса парса савăнтарчĕç. Тĕрĕс те илемлĕ, чуна тыткăнламалла вуласа-выляса пачĕç.

«Чăвашлăха упрар» ăсталăх урокĕ вара урок хыҫҫӑнхи ӗҫ туллин пулса пынине кăтартса пачĕ.  Пучинке шкулӗн вӗренекенӗсем вӗренме кӑна мар, юрлама-ташлама та ӑста пулнине ӗнентерчӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерчӗҫ. Уçă уроксемпе ăста урокӗсем хыççăн Вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç, Йĕпреç районĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ  А.А. Игнатьева район туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Йĕпреç районĕн Пучинке вăтам шкулĕ пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли центр пулнине чӑнах та ӗнентерсе пачӗ, унта пынӑ вӗрентекенсене малалла тата хастартарах ӗҫлеме хавхалантарчӗ.

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии