Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче районта чăвашла, тутарла, мордвалла инсценировкăланă юптарусен фестивалĕ иртрĕ. Фестивале Пучинке, Эйпеç, Кĕлĕмкасси, Чăваш Тимеш вăтам шкулĕсенчи тата Пысăк Упакассипе Çăкалăхри тĕп шкулсенчи вĕренекенсем хутшăнчĕç.
Фестиваль 3 номинаципе иртрĕ: 1) ушкăн пултарулăхĕ,
2) харпăр хăй пултарулăхĕ,
3) автор пултарулăхĕ.
«Ушкăн пултарулăхĕ» номинацире Кĕлĕмкассинчи вăтам шкулта 7 класра вĕренекенсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем А.Галкинăн «Янахсăр чакак» юптарăвне вылярĕç (вĕрентекенĕ – Степанова Н.Г. – вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ). Виççĕмĕш вырăна Чăваш Тимешри вăтам шкулта тата Пысăк Упакассинчи тĕп шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсем пайларĕç. Вĕрентекенĕсем - Евдокимова Н.А., Федорова А.А.
«Харпăр хăй пултарулăхĕ» номинацире Пучинкери 6-мĕш класра вĕренекен Захарова Виктория çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вăл Н.Евдокимовăн «Картара» юптарăвне вуларĕ. 2-мĕш вырăна Эйпеçри вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекен Мельцова Мария тухрĕ (вĕрентекенĕ – Школьникова Л.П.). 3-мĕш вырăна Пучинкери 6-мĕш класра вĕренекен Петрова Зоя йышăнчĕ (вĕрентекенĕсем - Михайлова Е.М., Клементьева Л.Н.)
«Автор пултарулăхĕ» номинацире Липовкăри тĕп шкулта вĕренекенсем палăрчĕç. Вĕсем ку шкулта вĕреннĕ Кошелева Ксения Александровна çырнă «Икĕ çурта», «Кивĕ витрепе çĕнĕ витре» сăвăсене вуларĕç, «Пыл хурчĕпе шăна» инсценировка лартса пачĕç, 2 - 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Çĕнтерÿçĕсен район чысне ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен регионсен хушшинчи фестивальте хÿтĕлемелле пулать.