Элкер ячĕ ĕмĕрлĕх асра

 

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Йĕпреç районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен, шкул музейĕсен ертÿçисен, Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç район уйрăмĕн хастарĕсен чăваш халăх поэчĕ С.В. Элкер 125 çул тултарнине халалланă «Ушкăн çăлтăрăн асли» семинарĕ иртрĕ. Пĕлĕве ÿстермелли ĕçе Йĕпреç район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, конгресăн районти уйрăмĕ тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕ йĕркелерĕ. Семинарăн тĕп тĕллевĕ Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕпе, Кушлавăш уйĕнчи ялсемпе паллашасси тата илемлĕ сăмах ăстин, чăваш халăх поэчĕн Çемен Элкерĕн литература пултарулăхĕпе ăсталăхне хакласси пулчĕ.

     Семинара Шупашкартан Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем: Геронтий Никифоров, Юлия Анисимова, Татьяна Архипова, Евгений Майков, Альбина Ишова тата Римма Гаврилова килсе çитрĕç. Кун йĕрки тăрăх вĕсем малтан Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейĕнче пулчĕç. Экскурсие музей пуçлăхĕ Надежда Гурьевна Климович ирттерчĕ.

     Музей 1980-мĕш çулсенче йĕркеленнĕ. Конгресс хастарĕсем XIX ĕмĕр вĕçĕнчи – XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăвашсен çурт-йĕрĕпе, хуралтисемпе, çил арманĕпе, икĕ хутлă ампарпа тата 1930 çулсенчи хресчен кил-çурчĕпе кăсăклансах паллашрĕç. Вĕсем ĕлĕкхи хура пÿрте, XIX ĕмĕр вĕçĕнчи çил арманне, XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи тимĕрçĕ лаççине, XX ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенчи хура мунчана кĕрсех курчĕç. Кунта пăхса çÿренĕ май Шупашкар хăнисене музейăн кăткăс пĕрлĕхĕ – иртнĕ ĕмĕрсене сăнарлакан пысăках мар чăваш ялĕ пулни паллă пулчĕ. Ĕлĕкхи çуртсем çумне тырă çапмалли вырăн, йĕтем, пир вырăнĕ, пир юпи, сак тавраш, ача-пăча вылямалли, пĕрле пухăнса тĕрлĕ ĕçе вĕренмелли лаптăк, икĕ хутлă кĕлет, хăйне евĕр хÿтлĕх карти тата ытти хуралтă-хÿме тăва-тăва лартнă. Пушар е хурал каланчи те пур: вăл та авалтан кашни ялтах вăрă-хурах килсе тухасран, «хĕрлĕ автан» алхасасран сыхă тăма кирлĕ пулнă.  Çапла вара XIX – XX ĕмĕрсенчи хресчен хуçалăхĕпе паллашма май пулни пĕтĕм тĕнчери музей кунне уявланиех пулчĕ тесех çирĕплетсе каларĕç вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем.

     Шупашкар хăнисем музейпа тулли кăмăлпа сыв пуллашсан поселок урамĕпе çуран утса тухса парка, çар техники вырнаçнă вырăна çитрĕç. Вĕсем ку сăваплă лапамра Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче, Афганистанпа Чечня вăрçисенче пуç хунă ентешсене сума суса лартнă палăксем патĕнче чарăнчĕç, пĕр минут шăп тăрса паттăрсене хисеплерĕç, пуç тайса тав турĕç, унтан вулавăша çитрĕç.

Кĕске тăхтав хыççăн Йĕпреç районĕн тĕп вулавăшĕнче чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер 125 çул тултарнине халалланă «Ушкăн çăлтăрăн асли» семинар пуçланчĕ. Йĕпреç район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ Алевтина Игнатьева районти шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен тата ачасен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, халăх поэчĕн Элкерĕн ырă ячĕпе еткерлĕхне мĕнле шайра упраса тата аталантарса пынине тĕплĕн каласа пачĕ.

Пысăк Упакасси шкулĕн С.В. Элкер музейăн ертÿçи Раиса Евграфова халăх поэчĕн Çемен Элкерĕн литература пултарулăхне пысăк хак пачĕ. Вăл «Тăванлăх. Чăвашлăх. Элкерлĕх» темăпа мастер-класс ирттерчĕ. Ăсталăх урокĕнче Раиса Афанасьевна Çемен Элкер хăй аллипе тунă «Кушлавăш уйĕ» карттă тăрăх çул çÿрев йĕркелерĕ.

Кушлавăш уйĕ текен тавралăх Канашран Çĕмĕрлене тата Улатăра каякан чугун çулсем хушшинче сарăлса выртать. Унта пурĕ вун икĕ ял. Вĕсен кашниннех хăйне уйрăм ячĕ пур: Пысăк Упакасси, Ершепуç, Кÿстÿмер, Кив Мĕлĕш, Çĕн Мĕлĕш, Алманчă, Кульцав, Кушлавăш, Хураçырма, Пĕчĕк Упакасси, Шуркасси, Шепекеч. Раиса Афанасьевна презентаци мелĕпе Кушлавăш уйĕн историйĕпе унта куçса килнĕ халăхăн авалхи пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, итлесе ларакансене карттă тăрăх çула илсе тухса кашни вун икĕ яла илсе кĕчĕ, вĕсен кун-çулĕпе тата паянхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

Вăрман тăрăхĕнчи вун икĕ чăваш ялĕн пурнăçĕ кашнин хăйне майлă. Ку ялсенчен çĕршывĕпе паллă çынсем: писательсем, учительсем, художниксем, врачсем, çар çыннисем, инженерсем, çĕр ĕçченĕсем тата ыттисем те тухнă. Кунта пĕлмелĕх, вĕренмелĕх тĕлĕшĕнчен тавра курăма ÿстерекен пĕлтерÿ-хыпар Кушлавăш текен вун икĕ ял епле пуçланса кайнине, унта авалтан халăх мĕнле пурăннине, вĕсен хальхи вăхăтри пурнăçне Çемен Элкерĕн «Кушлавăш уйĕ» очеркĕпе танлаштарса пăхма май пачĕ.

Семинарта тухса калаçакансем чăваш литературинче С.В. Элкер пултарулăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Халăх поэчĕ сăмахлăхра хĕрĕх çул ытла ĕçленĕ. Çав тапхăрта ача-пăчапа çитĕннисем савăнса вуламалăх чылай хайлав çырнă. Унăн «Хĕн-хур айĕнче» поэми, «Шурăмпуç килсен», «Вутпа çулăм витĕр» романĕсем чăваш ĕç халăхĕн иртнĕ саманари йывăр пурнăçне анлăн сăнлакан, «Вун саккăрмĕш çул» драмипе «Вăл вилĕмсĕр» поэми граждан вăрçипе Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинчи пирĕн салтаксен паттăрлăхне кăтартакан паха хайлавсем шутланаççĕ.

 Ăста çыравçă ача-пăча литературинче те паллă йĕр хăварнă. Вăл ачасем валли интереслĕ калавсем, очерксемпе юмахсем çырнă. Вĕсем йышĕнче «Унтри» калава, «Ешĕл хунав» очерка, «Улăпсем» юмаха уйрăмах палăртса хăвармалла. Вĕсене ачасем юратса вулаççĕ. Халăх поэчĕн чи лайăх хайлавĕсене шкулăн вĕренÿпе вулав кĕнекисене кĕртнĕ.

 Пултарулăх ĕçĕнче çыравçа яланах «халăхпа пĕрле пулмалла, халăхшăн, унăн ырлăхĕпе телейĕшĕн тăрăшмалла» тенĕ шухăш хавхалантарса пынă. Тăван литературăна аталантарас тĕлĕшĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн С.В. Элкере 1940 çулта чăваш халăх поэчĕ ята панă, 1945 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 1950 çулта вара Ленин орденĕпе чысланă.

Çапла вара калаçăва хутшăнакансем тĕп пĕтĕмлетÿре этнографи музейĕнче, Раиса Евграфовăн ăсталăх урокĕнче нумай çĕнни пĕлнине каларĕç тата илемлĕ сăмах ăстин Çемен Элкерĕн литература пултарулăхне пысăк хак пачĕç.

 Вĕренÿ комитечĕн пайташĕ Юлия Анисимова Çемен Элкерĕн çавра çулне чысласа конгресс кăçал йĕркеленĕ «Ушкăн çăлтăрăн асли» викторина тухăçлă иртнине, ăмăртăва Самара облаçĕнчен, Тутар Республикинчен тата хамăр республикăран шкул ачисемпе студентсем, учительсемпе библиотекарьсем хастар хутшăнни çинчен каласа пачĕ. Вăлах Геронтий Никифоровпа пĕрле Йĕпреç район тĕп вулавăшне, С.В. Элкер ячĕллĕ музей ертÿçине Раиса Евграфовăна тата тавра пĕлÿçе Нина Ерилеевăна конгресăн Тав хучĕпе чысларĕ.

 Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен Римма Гаврилова хăйĕн «Тăвансем пухăнсан» илемлĕ юррипе уява сăнлăх, хаваслăх, чĕрĕлĕх кĕртрĕ, тăванлăх, туслăхпа пĕрлĕх туйăмĕсене вăратса пурин кăмăлне те çĕклеме пултарчĕ.

Семинар ĕçне конгресăн Йĕпреç районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Владимир Марушев пĕтĕмлетрĕ. Вăл семинар тухăçлă та усăллă пулнине тата ăна лайăх йĕркеленине палăртрĕ. Кунта курмалли, вĕренмелли тата алла илмелли пурте пулчĕ. В.А. Марушев Йĕпреç район администрацийĕн вĕренÿ пайне, конгресăн районти уйрăмĕн хастарĕсене, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене тата Шупашкартан килнĕ ĕçтешсене тав турĕ, малашне те пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме ыр сунчĕ.

 Чăваш халăх поэчĕ С.В. Элкер çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă «Ушкăн çăлтăрăн асли» республика шайĕнчи семинар Йĕпреç тăрăхĕнче халăх поэчĕн ырă ячĕпе ĕçĕсене манманнине, тăван чĕлхепе чăвашлăха тасан упранине, чăваш чĕлхипе ăна вĕрентекене хисепленине уçăмлăн çирĕплетрĕ.

Геронтий Никифоров,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи.