Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа республикăра «Çеçпĕл кăвайчĕ» поэзи фестивалĕ иртрĕ. Уява Çеçпĕл Мишшин преми лауреачĕсем, Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай, Раиса Сарпи поэт, Шуршăлти Андриян Григорьевич Николаев 3 № космонавт музейĕн директорĕ А. Тукмаков, журналистсем тата ытти хăнасем хутшăннă. Поэзи уявне Канаш, Йĕпреç, Вăрнар, Комсомольски районĕсен 40 ытла сăвă вулакан килнĕ. Хăнасем Çеçпĕл Мишши музейĕнче, «Çеспĕл Мишшин тăван килĕ» комплексра пулчĕç, Çеспĕл Мишшин палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Йăлана пăхăнса «Çеçпĕл кăвайтне» чĕртрĕç, çунакан кăвайт умĕнче В. Захарова Çеçпĕле халалласа сăвă вуларĕ.
Фестиваль Çеçпĕл ялĕн Культура керменĕнче иртрĕ. Фойере 3 № космонавта Андриян Григорьевич Николаева тата Çеçпĕл Мишшине халалласа курав йĕркеленĕ. Конкурса Пучинкери вăтам шкулта вĕренекен ачасем те хаваспах хутшăнчĕç. 8-мĕш класра вĕренекен К. Николаев Çеçпĕл Мишшин «Чăн чĕрелнĕ» сăввине вуласа «Çеçпĕл Мишшин сăввисем» номинацире 8-9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче 3-мĕш вырăн, 7-мĕш класра вĕренекен В. Захарова Петĕр Хусанкайăн «Пирĕн Çеçпĕл Мишши» сăввипе «Чăваш поэчĕсен сăввисем» номинацире 3-мĕш вырăн, 7-мĕш класра вĕренекен М. Степанова Михаил Сениэлĕн «Çеçпĕл Монологĕ» сăввине вуласа фестивалĕн Тав хутне тивĕçрĕ.