Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта педуниверситетăн акт залĕнче Иван Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул тата çĕнĕ чăваш çырулăхне тунăранпа 150 çул ҫитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» çамрăк çыравçăсен литература конкурĕнпĕтĕмлетĕвĕпе чыславĕ иртрĕ.
Конкурс тĕллевĕсем Иван Яковлевăн ырă тĕслĕхĕпе халалĕ çинче тăван чĕлхе чăваш халăхĕн наци пурлăхĕ пулнине ăнланма пулăшасси, сăнарлă сăмахпа илемлĕхе туякан пултаруллă чăваш ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литература ĕçне анлăрах явăçтарасси пулчĕç.Çак конкурс ачасемпе çамрăксен тăван чĕлхен сăмах пуянлăхне ÿстерме, сăнарлă сăмахлăх туйăмне аталантарма пулăшрĕ.
Пултарулăх ăмăртăвĕнче Йĕпреç райнĕнчи вĕренекенсем те çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулчĕç: Пучинке шкулĕн Виктория Захарова (8-мĕш класс), Пысăк Упакасси шкулĕн Прохор Степанов (8-мĕш класс) Эйпеç шкулĕн Анжела Ильина (9-мĕш класс) çĕнтерÿçĕсем тата Эйпеç шкулĕн Анжела Филиппова (9-мĕш класс), Çăкалăх шкулĕн Алина Тимофеева (8-мĕш класс) призёрсем. Маттур вĕренекенсене çĕнтерÿпе саламлатпăр. Малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.