Тĕнче шайĕнчи олимпиада çĕнтерÿçи

Тĕнче шайĕнчи олимпиада çĕнтерÿçи

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта чăваш чĕлхипе тата литературипе шкул ачисем хушшинче «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» Тĕнче шайĕнчи олимпиада иртрĕ.

    Олимпиадăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче йĕркеленĕ. «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» енĕпе иртекен олимпиадăна 2021-2022 вĕренÿ çулĕнчи Регионсем хушшинче иртнĕ олимпиада çĕнтерÿçисемпе призёрĕсем хутшăнчĕç. Пурĕ Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикинчи 37 çамрăк чĕлхеçĕ ăмăртрĕ çак кун.

   Олимпиада шкул ачисемпе çамрăксем хушшинче тăван чĕлхепе тата литературипе кăсăкланассине ÿстерес, тăван ен культурипе историне асра тытас, ачасен ăсталăхне аталантарас тата тăван чĕлхепе литературине упраса хăварас тĕллевпе иртрĕ.

   Тупăшакансен ĕçĕсене пăхса тухнă хыççăн жюри 16 çĕнтерÿçĕпе призёра палăртрĕ.

   Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан  Тĕнче шайĕнчи олимпиадăна Анжела Ильинапа (10-мĕш класс) Юля Мухтеева (9-мĕш класс) хутшăнма пултарчĕç. Вĕсем Регионсен шайĕнче иртнĕ олимпиадăра (нарăс уйăхĕнче) иккĕшĕ те çĕнтерÿçĕсем пулса тăнăччĕ. Юля вара Тĕнче шайĕнчи олимпиадăра та 9-мĕшсен йышĕнче ÇĔНТЕРŸÇĔ ята тивĕçрĕ. Маттур!

  Çĕнтерÿçе тата чăваш чĕлхипе вĕрентекен Школьникова Л.П. саламлатпăр. Малалла та çитĕнÿсем тума ăнăçу тата çирĕп сывлăх сунатпăр!