Эйпеҫри вӑтам шкулта вĕренекенсем те тӑван чĕлхе, чӑваш
чĕлхи, кунне уявларĕҫ: видероликсемпе презентацисем пӑхрĕҫ, чӑвашла сӑвӑсем
вуларĕҫ.
Чӑваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен Луиза Школьникова 6-мĕш класра тӑван литературӑпа уҫӑ
урок ирттерчĕ. Урока итлеме вĕренекенсен ашшĕ-амӑшĕ те кӑмӑл турĕ.
"Ачасем, тӑван чĕлхене юратӑр, упрӑр, малалла
аталантарӑр, аҫу-аннӳ чĕлхине нихӑҫан та ан тиркĕр, тӑван чĕлхене пĕтме ан
парӑр. Чĕлхе пĕтмесĕр халӑх та пĕтмест!", - палăртрĕ урок вĕҫĕнче
вĕрентекен.