Пуш уйӑхĕн 18-мĕшĕнче
Йĕпреҫ муниципалитет округĕн тĕп
вулавӑшĕнче чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕ пуҫарнипе «Пурнӑҫ ҫырнӑ тĕрĕс
кĕнеке» наукӑпа практика
конференцийĕ иртрĕ. Ҫак конференцине ентеше - Николай
Петровский-Теветкеле «Чӑваш Республикин халӑх поэчĕ» мухтава тивĕҫлĕ ят панине халалланӑ.
Вĕрентекенсемпе пĕрле конференцире районти «Ҫĕнтерӳшĕн» хаҫат редакцийĕн
ветеранĕ, Йĕпреҫ поселокĕн
хисеплĕ гражданинĕ, Ҫемен Элкер премийĕн лауреачĕ Геннадий Васильевич Кузнецов пулчĕ. Поэтпа туслӑ ҫыхӑну тытнӑ, чылай сӑввине тишкернĕ, пурнӑҫ ҫулне, пултарулӑхне пĕлекен сӑмахне киленӳпе итлерĕҫ вĕрентекенсем.
Хӑйсем те кӑсӑклӑ та пысӑк тавракурӑмлӑ темӑсемпе тухса калаҫни, ҫавра сĕтел хушшинче сӳтсе явни кӑмӑлсене ҫĕклерĕ,
малалла ĕҫлес туртӑма хавхалантарчĕ.
Тĕп вулавӑш ĕҫченĕсем
те Николай Петровский-Теветкел ҫинчен тухнӑ ҫĕнĕ кĕнекепе паллаштарчĕҫ.Поэтӑн нумях пулмасть кун ҫути курнӑ
«Ҫĕрлехи ҫутӑсем» кĕнекине те савӑнсах тишкерчĕҫ вĕрентекенсем.